Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Улттӑмӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)

«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Аслӑ уйра каллех питӗ хаяр ҫапӑҫу пырать. Тӑшмансем питӗ йышлӑн. Аттил вара вӗсене хирӗҫ пӗр-пӗчченех. Унпа пӗрле ӗлӗкхи пек Айтаман та, Марка-улӑп та ҫук.
Ҫапах та чӑвашсем йышлӑ тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн кӗрешеҫҫӗ. Анчах Айтаманпа Марка-улӑп ҫукки пурпӗрех палӑрать. Вӗсем ӗлӗкхи пек тӑшмана пур енчен те ҫавӑрса илеймеҫҫӗ. Ҫакна Аттил ӑнланать.
Ҫав хушӑра тӑшмансен хыҫӗнчен Чупайрек урхамахӗпе сиктерсе тухать те Аттила хӑйне кӑна ырал туса ҫапӑҫма чӗнет. Кӑштах калаҫса пӗр-пӗрне хӑй шухӑшне ӗнентерме хӑтланнӑ хыҫҫӑн, Аттилпа Чупайрек иккӗшӗ ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ. Чылайччен ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрне ҫӗнтереймессине ӑнланса илеҫҫӗ.
1

Лутӑрчӑк, лутӑрчӑк,
Лутӑр — латӑр лутӑрчӑк.
Иккӗ-виҫҫӗ ҫапрӗ анчах —
Эп шутлани кӑлӑхах

Кашкӑрпа кашкӑр мар,
Упапа кашкӑр мар,
Ҫынпа ҫын ҫапӑҫаҫҫӗ,
Пӗр-пӗрне тапӑнаҫҫӗ.
Чӑвашсем ҫине кӗреҫҫӗ тӑшмансем,
Питӗ йышлӑн вӗсем.
Ҫапах чӑваш ялавӗ усӑнмасть,
Ҫапах Аттил элемӗ усӑнмасть.

Аттил пуринчен те малта,
Ҫӑлтӑр-хушка утпала.
— Малалла, шур парссем! —
Чӗнет вӑл юнташӗсене.
— Ан юлӑр хыҫа, кӑйкӑрсем! —
Чӗнет вӑл тамӑрӗсене.
— Тӑшмана ҫавӑрса илмелле! —
Хушать вӑл сӑр кашкӑрӗсене.
— Тӑшмана хыҫалтан ҫапмалла! —
Тет вӑл ӑмӑртсене.

2

Анчах чӑвашсене
Хальхинче ҫӑмӑл мар.
Вӗсене хӑйсене
Хупӑрлать тӑшман хастар.
"Эх, Марка-улӑп пит кирлӗ! —
Шухӑшлать Аттил. —
Ҫапӑҫма пӗлетчӗ пит вирлӗ," —
Шухӑшлать Аттил.
Анчах Марка-улӑп ҫук,
Ҫапла пит кирлӗ чух.
"Эх, кирлӗ Айтаман,
Унран хӑратчӗ тӑшман", —
Тет Аттил,
Кулянать Аттил.
Анчах Айтаман ҫумра ҫук,
Чирлех-ши вара ҫапла кирлӗ чух.
3

Мӗн чухлӗ тӑшман пуҫтарӑннӑ,
Ытла та тискер каварланнӑ.
Вӗсене пурне те курать Аттил,
Мӗн тумаллине шухӑшлать Аттил.
Ҫав хушӑра
Аслӑ уйра —
Тем улшӑну пулать,
Ҫакна Аттил курать.

Тӑшман ӗречӗсен хыҫӗнче кавал сасси янӑраса каять. Тӑшманӑн хура тумлӑ йӗкӗчӗсен хыҫӗнчен шап-шур урхамахпа Чупайрек сиктерсе тухать. Вӑл Аттила ыралта ҫапӑҫма чӗнет:
— Пӗтӗм халӑх юнне юхакан шыв пек юхтариччен, атя, Аттил, иксӗмӗр ҫапӑҫар та пӗтӗм ыйтӑва татар! — тет.
Чупайрек ҫапла питӗ хастар пулса ӑна хирӗҫ каллех ҫапӑҫни Аттила тӗлӗнтерет.
— Чупайрек, мӗн пулчӗ сана? — тет вӑл. — Эпир санпа килӗшӳ тунӑччӗ. Мӗншӗн каллех ҫапӑҫмалла-ха пирӗн? Эпӗ сана тыткӑнра тьгтмарӑм. Эпӗ сана ним сӑмахпа та кӳрентермерӗм...
Чупайрек тарӑхса хуравлать:
— Савнӑ хӗрӗме, пӗртен-пӗр хӗрӗме тыткӑнра усратӑн. Савнӑ хӗрӗме, пӗртен-пӗр хӗрӗме тыткӑнра асаплантаратӑн.

Аттил
Кримкилтене тыткӑнра усрамастӑп эпӗ.
Чун-чӗререн юрататӑп ӑна эпӗ.
Савнӑ арӑм тесе хам киле илсе кӗресшӗн ӑна,
Пӗтӗм эткере тытса тӑма паратӑп ӑна.

Чупайрек
Вӑйпа арам туни вӑл юратни мар,
Вӑйпа тытса тӑни те юратни мар...

Аттил
Чупайрек, юратса курман пуль эсӗ,
Чупайрек, юрату мӗнне пӗлместӗн эсӗ.

Чупайрек
Мӗн нумай калаҫатӑн, Аттил,
Атя, ырала тух часрах, Аттил!..

Аттил
Мӗншӗн ҫапӑҫмалла-ха пирӗн.
Ун вырӑнне пирӗн тӑванлашмалла!..
Атя ҫапӑсмастпӑр.
Ҫарсене чакарса каятпӑр.

Чупайрек
Ку питӗ лайӑх шухӑш, Аттил. Пӗтӗмпех тухса каятӑн-и пирӗн ҫӗртен-шывран. Пӗлетӗн-ҫке-ха, ку вӑл пирӗн ҫӗршыв. Эпир мар, чӑвашсем килсе кӗтӗр пирӗн ҫӗре-шыва. Эпир мар, эсир тытса илтӗр пирӗн чи маттур ҫынсене, пирӗн юратнӑ чи чипер хӗрсене. Тухса кайӑр пирӗн ҫӗртен-шывран! Ирӗке ярӑр пирӗн хӗрсене тата пирӗн ҫынсене!..

Аттил
Пӗтӗм ҫӗре-шыва ҫын мар, аслӑ турӑ Танкӑр тунӑ. Никам та уйӑрса паман вӑл ҫӗре-шыва. Кам ӑҫта пурӑнма пултарать, унта пурӑнмалла кашнийӗн.
Кам кама тытса усрассине те Танкӑр татса парать.

Чупайрек
Эппин, калаҫса татӑлма пулмасть. Атя, туртса кӑлар хӗҫне.

Аттил
Элек, элек тееҫҫӗ,
Элек хура тееҫҫӗ,
Чӑн та хура пулмалла,
Ытла тискер пулмалла.

Чупайрек
Элеклеместӗп эп сана,
Чӑннине ҫеҫ калатӑп эп сана.

Аттил
Ҫӗнме пулать элекҫе,
Ҫӗлесе питне кӗҫҫе.
Элеке ҫӗнтерме ҫук,
Унран тарса кайма ҫук.

Чупайрек
Тыт, Аттил, хӗҫне,
Ан ман ырала тухмаллине.

Аттил
Эппин хӗҫе тытмалла,
Тӑванпа ҫапӑҫмалла.

4

Аттилпа Чупайрек нимӗн ҫинчен те калаҫса татӑлаймаҫҫӗ. Юлашкинчен вара пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ... Икӗ енче тӑракан икӗ ҫар вӗсем ҫапӑҫнине куҫ сиктерми пӑхса тӑраҫҫӗ. Анчах тем чухлӗ ҫапӑҫсан та, Аттил та, Чупайрек та пӗр-пӗрне ҫӗнтереймесҫӗ. Юлашкинчен вара питӗ ывӑнса ҫитеҫҫӗ.

Чупайрек
Пӗрне-пӗри ҫӗнтерейместпӗр, Аттил. Атя, уйрӑлса каяр. Сана вӗлерни кирлӗ мар мана.

Аттил
Мана та сана вӗлерни кирлӗ мар. Атя, ҫарсене те чакарса каяр. Киле таврӑнар та туя хатӗрленме тытӑнар.
Хура пӗлӗтпеле шурӑ пӗлӗт
Никам чараймасла
Пӗр-пӗрин ҫине кӗретчӗҫ.
Халӗ вара,
Итлесе Килӗшӳ-турра,
Хура пӗлӗтпеле шурӑ пӗлӗт,
Пӗр-пӗрне юп курса
Тӗрлӗ ҫӗре кайса пӗтрӗҫ.

5

Ҫапла икӗ ҫар,
Иккӗшӗ те маттур та хастар,
Ик еннелле чакса каять,
Вӑрҫӑ вӑрҫма пӑрахать.

Ӑнлантаркӑч

1. ... Кавал сасси янӑраса каять. Кавал — авалхи ҫар шӑхличӗ.
2. Вӑл Аттила ыралта ҫапӑҫма чӗнет. Ырал — икӗ ҫын пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни. Ыралта ҫапӑҫнӑ чухне икӗ ҫынни те пӗтӗм тумтирне хывмалла, икӗ ҫынни те пӗр тӗрлӗ кӑралпа кӑна ҫапӑҫмалла. Елӗк-авал ҫапла икӗ ҫарпуҫӗ пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса пӗтӗм тавлашуллӑ ыйтӑва татни час-часах пулнӑ.
3. Пӗтӗм эткере тытса тӑма... Эткер — пӗтӗм пурлӑх, пӗр-пӗр ҫыннӑн хуҫалӑхӗ, мӗнпур пурри-ҫукки, вырӑсла — наследие.
4. Итлесе Килӗшӳ турра... Килӗшӳ пике-турӑ — ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те туслӑ пурӑнтарма тӑрӑшаканскер, урӑхла — мир турри.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 19:39:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3015 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем